Çутă çул
+22 °С
Дождь
Вĕрентÿ
21 Августа , 09:05

Вӗрентесси — чун туртăмĕ

Надежда Александровна Чернован пурнӑҫӗ шкулпа уйрӑлми ҫыхӑннӑ.

Вӗрентесси — чун туртăмĕВӗрентесси — чун туртăмĕ
Вӗрентесси — чун туртăмĕ

Надежда Александровна Чернован пурнӑҫӗ шкулпа уйрӑлми ҫыхӑннӑ.
«Эпӗ педагогсен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. Пӗрремӗш учительница —манӑн анне Ирина Иосифовна Романова. Атте шкул директорӗнче ӗҫлетчӗ. Ман таврара учительсем ҫеҫ пулнӑ. Эпӗ ачаранах учитель пулатӑп тесе шутларӑм. Тантӑшӗсемпе час-часах шкулла вылятӑмӑр. Професси мана ҫынсене ӑнланма, пӗчӗк ачасен чунӗсен ҫинҫе психологӗ пулма, ҫыннӑн кӑмӑл-туйӑмне пӗлме вӗрентрӗ. Хамӑн ӗҫе, ачасемпе, ӗҫтешсемпе ӗҫлеме юрататӑп. Йывӑр, анчах интереслӗ. Учитель ӗҫне хисеплетӗп, хаклатӑп!»
Надежда Александровна Чернова 1967 ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнче Пушкӑрт Республикин Пишпÿлек районӗнчи Çирĕклĕ ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗрремӗш класа вара Хомутовкӑри сакӑр ҫул вӗренмелли шкула кайнӑ, унтан Ăхпуçĕнчи сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта тата, юлашкинчен, Пишпÿлек ялӗнчи пӗрремӗш шкулта вӗреннӗ, ӑна 1984 ҫулта пӗтернӗ. Мӗншӗн апла? Мӗншӗн тесен ашшӗ-амӑшӗ учительте ӗҫленӗ. Ашшĕ РОНО методисчӗ, амăшĕ пуҫламӑш классен учителӗ пулса ӗҫленӗ. Шкул хыҫҫӑн ВЛКСМ РКра пӗр ҫул статистра ӗҫленӗ. Малалла Пелепейри педагогика училищине вӗренме кӗнĕ. Педучилищĕран вӗренсе тухсан тӑван ялне таврӑнса 1-мӗш ача садне воспитатель пулса ӗҫлеме кӗнӗ. 1992 ҫултанпа Пишпÿлекри 1-мӗш вӑтам шкулта пуҫламӑш классен учителӗ пулса тăрăшать. 2016 ҫулта ВЭГУ пӗтернӗ. Унӑн педагогика стажӗ 39 ҫулпа танлашать. Тӑхӑр илемлӗ те ырӑ кӑларӑм пулнӑ. Ҫак ҫулсенче 200 ытла хӗр ачапа арçыначана вулама, ҫырма, тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентнӗ.
Пӗрремӗш шкулпа вӑл 44 ҫул ҫыхӑннӑ. Питӗ лайӑх вӗреннӗ, питӗ лайӑх ӗҫленӗ, ҫаплах ӗҫлет. Надежда Александровна аслӑ категориллӗ учитель. Нумай вӑхӑт ӗҫ стажӗшӗн Пушкӑртстан Республикин «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ. Вӑл хӑйне тӳрӗ кӑмӑллӑ, яваплӑ, пуҫаруллӑ специалист пек кӑтартнӑ. Методика пӗлӳлӗхӗ, шкул ачисене вӗрентессипе воспитани парас ӗҫе пултарулӑх енчен пӑхни, хӑйсен ӗҫне пула тата пахалӑхпа кӑсӑкланни педагогӑн уйрӑм пахалӑхӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Надежда Александровна хӑйӗн ӗҫӗн чӑн-чӑн ӑсти пулса тӑнӑ, хальхи требованисемпе килӗшӳллӗн ӗҫлет, активлӑ вӗрентӳ формисемпе меслечӗсене пӗлет, уроксенче вӗренекенсемпе ушкӑнпа тата уйрӑм ӗҫпе усӑ курать. Квалификацие ӳстермелли курссене вӑхӑтлă иртет. Вӗрентӳ процесӗнче ачасем ҫине уйрӑммӑн пӑхнипе усӑ курса педагог тӗрлӗ уйрӑм — психологи майӗллӗ ачасем валли ҫитӗнӳ лару-тӑрӑвӗ туса хурать, ҫапла майпа туйӑм ҫивӗчлӗхне чакарать, вӗренӳ процесне хутшӑнакансен хутшӑнӑвӗсен хӑтлӑхне лайӑхлатать. Унӑн урокӗсем уҫӑмлӑхпа, тӗллевлӗхпе, пысӑк хӑвӑртлӑхпа, чи тачӑлӑхпа, вӗрентӳ хатӗрӗсене тӗплӗ суйласа илнипе, чи тухӑҫлӑ ӗҫ меслечӗсемпе тата мелӗсемпе усӑ курнипе палӑрса тӑраҫҫӗ. Педагогика ӗҫӗ-хӗлӗ тӑршшӗпе Надежда Александровна класс ертӳҫин функционаллӑ тивӗҫӗсене пурнӑҫлать. Куллен тӑрӑшса ӗҫленин кӑтартӑвӗ — унӑн ачисем тӗрлӗ мероприятисемпе конкурссене хутшӑнни.
Хӑйӗн ӗҫне вӑл вӗрентекенсен чӑн-чӑн ыйтӑвӗсене шута илсе тӑвать, сиксе тухакан ыйтусене татса памалли тухӑҫлӑ ҫулсем тупать. Вӗрентекенсем валли кирлӗ йӗркелӳ условийӗсем туса парасси — унӑн пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗ. Надежда Александровна унӑн професси ӗҫӗнче усӑ куракан информацие шырамалли, пухмалли, упрамалли, тирпейлемелли тата усӑ курмалли хальхи меслетсене пӗлет. Вӑл ӗҫӗн мӗнпур чеелӗхне пӗлет, документсене тирпейлӗ, пӗлсе ертсе пырать.
Надежда Александровна Чернована район администрацин тата вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗн Хисеп грамотипе, 2024 ҫулта РФ Çутӗҫ министерствин хисеп грамотипе нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлтан ӗҫленӗшӗн тата вӗрентӳ сферинче пысӑк тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн чысланӑ. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ ҫын, ӗҫтешӗсен, вӗренекенсен тата ашшӗ-амӑшӗсен хушшинче тивӗҫлӗ авторитетпа усӑ курать.
Надежда Александровна илемлӗ анне, арӑм, кукамай. Вӗсем упӑшкипе Владимирпа пурӑнакан ырӑ ҫурт ял хӗрринче ларать. Вӑл питӗ хӑтлӑ та тарават. Мӑшӑрӗ БашРЭСра водительте ӗҫлет. Вӑл пур ӗҫе те ӑста: сад та лартнӑ, мунча та тунӑ, беседка та пур. Вӗсен ҫурчӗ — килсе канмалли вырӑн. Пур ҫӗрте те тирпейлӗ те илемлӗ. Ҫулла картиш чечексенче путать. Хӗлле вара пӗтӗмпех иллюминаци ҫутисенче ҫуталать. Хӗрӗ Наташа Волгоградра пурӑнать, бизнес сферинче ӗҫлет. Мӑнукӗ Максим ҫӑвӗпе кукамӑшӗпе кукашшӗ патӗнче хӑнара, мӑнукӗ Дарья — кукамӑшӗн яланхи пулӑшуҫи. Вӑхӑт ҫитрӗ, вӑл халӗ ытти ачасене ҫеҫ вӗрентмест, мӑнукӗсене те вулама, ҫырма, шутлама, шухӑшлама вӗрентет, вӗсем мӗнле ӳснине курни — чӑн-чӑн телей вӗт! Вӗсене ҫул пуҫламӑшӗнче пулӑшасси, вӗсен тусӗ, уҫаканӗ пуласси хаклă…
Тӑван ял урамӗсемпе килне таврӑннӑ чухне вӑл пурнӑҫ ҫинчен шухӑшланине пӗлетӗп эпӗ. Хӑйӗн иртнӗ пурнӑҫне ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен пӑхса, вӑл тӗрӗс суйлав тунине ӑнланать, Надежда Александровна хӑйӗн профессийӗнче ӑнӑҫлӑ пулса иртнӗ-ҫке. Ачасемпе 39 ҫул ... вӑхӑт мӗнле иртнине сисмесĕрех. Эпӗ пӗр япалана пӗлетӗп: шкулпа ачасем — унӑн пурнӑҫӗ. Эпӗ те ҫак ҫулсенче унпа ҫума-ҫумӑн ӗҫленӗшӗн мăнаçланатӑп. Хаклӑ Надежда, сывлӑх тата пур енӗпе те ҫитӗнӳсем. Юрӑри пек: «Надежда — манӑн ҫӗр ҫинчи компас, ӑнӑҫу — хӑюлӑхшӑн награда». Ку юрӑ сан пурнӑҫун девизӗ пек. Учитель вара — хӑюлӑхшӑн награда.
Тамара ФЕДОТОВА,
Пишпӳлекри 1-мӗш вӑтам шкулӑн пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕсем: Надежда Чернован харпӑр архивӗнчен.

 

Вӗрентесси — чун туртăмĕ
Вӗрентесси — чун туртăмĕ
Вӗрентесси — чун туртăмĕ
Вӗрентесси — чун туртăмĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас