Çутă çул
+15 °С
Облачно
Вĕрентÿ
26 Августа , 09:25

Шкула «Йӑла-йӗркене парӑнни» номинацире ҫӗнтернӗшӗн дипломпа чысланӑ

Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкул педагогӗсемпе шкул вӗренекенӗсем СВОна хутшăнакансене пулӑшакан волонтерсен ӗҫне халалланӑ тематика куравӗпе паллаштарнă.

Шкула «Йӑла-йӗркене парӑнни» номинацире ҫӗнтернӗшӗн дипломпа чысланӑШкула «Йӑла-йӗркене парӑнни» номинацире ҫӗнтернӗшӗн дипломпа чысланӑ
Шкула «Йӑла-йӗркене парӑнни» номинацире ҫӗнтернӗшӗн дипломпа чысланӑ

Августӑн 25-мӗшӗнче Пишпÿлекре ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас умӗн августӑн йӑлана кӗнӗ канашлӑвӗ иртнӗ.

Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкул педагогӗсемпе шкул вӗренекенӗсем СВОна хутшăнакансене пулӑшакан волонтерсен ӗҫне халалланӑ тематика куравӗпе паллаштарнă.

Ҫавӑн пекех сакăр шкул выпускникне «Фронта пулӑшнӑшӑн» медальсемпе чысланă, вӗсене «Защитники Отечества» регион штабӗн ертӳҫи Г.Г. Кульсарина панă.

Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Л.С. Валиуллинана, Г.И. Гимазетдинована, Л.А. Харисована парнесемпе паллă тунă.

Р.Р. Набиевана патшалӑхӑн пӗтӗмлетӳ аттестацине хутшӑннӑшӑн Пушкӑртстан Республикин Çутӗҫ министерствин грамотипе чысланӑ.

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленнӗ хыҫҫӑн шкула «Йӑла-йӗркене парӑнни» номинацире ҫӗнтернӗшӗн дипломпа чысланӑ.

Канашлура 2025 — 2026 ҫулхи пӗтӗмлетӳсене тунӑ, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли тӗллевсем лартнӑ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.ru/bssh2

 

 

 

Шкула «Йӑла-йӗркене парӑнни» номинацире ҫӗнтернӗшӗн дипломпа чысланӑ
Шкула «Йӑла-йӗркене парӑнни» номинацире ҫӗнтернӗшӗн дипломпа чысланӑ
Шкула «Йӑла-йӗркене парӑнни» номинацире ҫӗнтернӗшӗн дипломпа чысланӑ
Шкула «Йӑла-йӗркене парӑнни» номинацире ҫӗнтернӗшӗн дипломпа чысланӑ
Шкула «Йӑла-йӗркене парӑнни» номинацире ҫӗнтернӗшӗн дипломпа чысланӑ
Шкула «Йӑла-йӗркене парӑнни» номинацире ҫӗнтернӗшӗн дипломпа чысланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас