

2022 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Ачалӑх навигаторӗсем» проектпа килӗшӳллӗн пӗрремӗш класра вӗренекенсене «Пуласлӑх самолечӗ» парас ҫӗнӗ йӑла пуҫланнӑ, ӑна Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул директорăн воспитани тата хутшӑну енӗпе ӗҫлекен советникӗ А.М. Маликова йӗркелесе ирттернӗ.
Пӗлӳ кунӗнче шкултан вӗренсе тухакансем пӗрремӗш класра вӗренекенсене ӑс паракан сӑмахсем ҫырнӑ самолетсем парӗҫ. Пӗрремӗш урокра ачасем кӑмӑлӗсене вулӗҫ, вӗсене «Пуласлӑх самолечӗ» ятлӑ вӑхӑт капсулинче упрӗҫ.
Пурне те Пӗлӳ кунне халалланӑ чаплӑ линейкӑна чӗнетпӗр!
#Навигаторсем
#НавигаторыДетстваРБ
#Росдетцентр
#Бижбуляк2школа
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.