

#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин сентябрӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫейри шкул ачисене, студентсене, вӗсен тӑванӗсене, ҫавӑн пекех вӗрентекенсемпе преподавательсене Пӗлӳ кунӗпе чӗнсе каланă.
«Хаклӑ туссем! Пирӗн вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫӗршыври мӗнпур шкул ачипе студента, сирӗн аҫӑр-аннӗре Пӗлӳ кунӗпе саламлама чун-чӗререн хавас. Тӑванăрсемпе ҫывӑх ҫыннăрсене, вӗрентекенсене, преподавательсемпе наставниксене. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланни — яланах уйрӑм уяв. Вӑл тимлӗхпе, шанăçпа, юлташсемпе савӑнӑҫпа, хутшӑнупа, пур ӑрӑва та пӗрлештерекен ҫутӑ та ырӑ туйӑмсемпе тулнӑ», — пуҫланă президент.
Раҫҫей ертӳҫи пӗрремӗш класра вӗренекенсене уйрӑм саламсем янӑ.
«Сирӗншӗн пурнӑҫӑн пачах ҫӗнӗ тапхӑрӗ пуҫланать, яваплӑ та илӗртӳллӗ. Шкул вӑл уроксем кӑна мар, сирӗн нумай уçусем тумалли пысӑк тӗнче. Сире пысӑк ҫитӗнӳсем сунас килет, сирӗн аннӗрсем, аҫӑрсем, асаннӗрсемпе кукамусем асаттĕрсемпе кукаçусем вара яланах пулӑшӗҫ», — тенӗ Путин.
Путин паянхи кун малта пыракан технологисем пурнӑҫӑн пур сферине те килнине асӑрханă. Шкулсем, колледжсем, аслӑ шкулсем те уйрӑмлӑх пулмарӗҫ. Кун пек чухне «вӗсем улӑштарма пултарайман япаласем пур». Вӗсен хушшинче Раҫҫей лидерӗ ҫын хутшӑнӑвӗн ӑшшине, вӗрентекенӗн ӑслӑ сӑмахне, туслӑха, пӗр-пӗрне пулӑшассине тата пӗрлехи ӗмӗте асӑннӑ. Уйрӑм тав сӑмахӗсене президент преподавательсене, вӗрентекенсене ярса панă.
«Сире яланах ҫӗнӗ пӗлӳпе уçусем патне ӑнтӑлма, туссене, тӑвансемпе ҫывӑх ҫынсене хаклама, упрама сунас килет. Тата, паллах, пирӗн аслӑ тӑван ҫӗршывӑн ҫӗнтерӗвӗсемпе ҫитӗнӗвӗсен историне малалла тӑсма шӑпах сирӗн тивнине яланах асра тытмалла. Сире уявпа, Пӗлӳ кунӗпе!» — чӗнсе каланине вӗҫленӗ президент.
https://iz.ru/2158615/2026-09-01/vladimir-putin-pozdravil-shkolnikov-i-uchitelei-s-dnem-znanii