Пӗлӳ кунӗ, сентябрӗн 1-мӗшӗ, пӗтӗм ҫӗршывшӑн, пур ашшӗ-амӑшӗшӗн, шкул ачисемшӗн — уйрӑм кун, чӑн-чӑн халӑх уявӗ. Кун пирки Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Раҫҫей Геройӗ Максим Серафимов ячӗллӗ 40-мӗш вӗренӳ центрне ҫитсе курнӑ хыҫҫӑн каланă.
— Эпӗ те ирхине ҫакӑн пек туйӑмпа вӑрантӑм, манӑн ывӑл паян виҫҫӗмӗш класа каять. Паллах, паян эпир вӗрентекенсене чи ырӑ сӑмахсем калатпӑр, мӗншӗн тесен ҫапах ку пирӗн тӗп тӗрев, пирӗн ӑс-хакӑл пуҫламӑшӗсен никӗсӗ. Пӗлетӗр-и, Президент педагогика ӗҫченӗсен ят-сумне ӳстересси ҫинчен указ йышӑннӑ. Эпир ҫак указа аталантарас ӗҫре хамӑр указа йышӑнтӑмӑр, ҫавӑнпа халӗ учитель статусӗ пысӑк, сӑваплӑ статус пултӑр тесе тӑрӑшмалла. Ак ҫакӑнпа ӗҫлӗпӗр. Ку пӗрре, пурлӑхран вара, акӑ паян шкул уҫрӑмӑр — кун пек шкулсене эпир кӑҫал вуншар патӑмӑр. Шкулсене ҫӗнетмелли программӑна пирӗн 2030 ҫулччен шутласа кӑларнӑ, урӑхла каласан, пирӗн умра самай пысӑк бюджет кӗртӗвӗсем пыраҫҫӗ. Республикӑри тӗллев — темле нӗрсӗр шкулсем ан юлччӑр. Иртнӗ виҫӗ ҫулта эпир лайӑх ӗҫлерӗмӗр. Хӑш-пӗр муниципалитетра шкулсенчен ҫуррине йӗркене кӗртнӗ ӗнтӗ. Ҫӗнӗ шкулсем те тӑватпӑр. Паян Глумилинӑра шкул уҫӑлчӗ. Тата виҫӗ шкул Ҫӗнӗ ҫулччен виҫӗ-тӑватӑ уйӑх хушшинче уҫӑпӑр — Нефтекамскра, Уфара, Стерлитамакра. Пӗр сӑмахпа, эпир шкулсен пӗтӗм инфратытӑмне чӑнласах улӑштаратпӑр.
Хамӑн шкулти пӗрремӗш шӑнкӑрав асӑмра тӗтреллӗ юлнă, хумхану нумай пулчӗ, ӑнланмалла. Ҫапах та хамӑн костюма лайӑх астӑватӑп, темле капашсӑрччӗ вӑл. Анчах пӗррехинче мана тытрӗҫ, костюм тӑхӑнтартрӗҫ, мӗнле калас, ҫапла ӑсатрӗҫ. Арҫын ачасем вара пӗрмаях урамра чупасшӑн-çке, — паллаштарнă Радий Хабиров «Башинформ» корреспонденчӗпе хӑйӗн шкулти асаилӗвӗсемпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков | «Башинформ» ИА.