

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров социаллă сетьсенче республикӑри аслӑ шкулсемпе колледжсенчи пӗрремӗш курсра вӗренекен ачасене пурнӑҫра ҫӗнӗ, пӗлтерӗшлӗ тапхӑр пуҫланнӑ ятпа саламласси — пирӗн чаплӑ йӑла ҫурални пирки пӗлтернӗ.
«Пирӗн тӗллев — ҫамрӑк ачасене эпир вӗсене питӗ хакланине, вӗсене питӗ хисепленине тепӗр хут кӑтартасси, — ҫырнӑ Радий Хабиров. — Иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ Кӗрешӳ керменӗнче пӗрремӗш курсра вӗренекенсене халаллатпӑр — кунта 5 пин ытла студент пухӑнчӗ. Ҫамрӑк, ҫутӑ, ырӑ — пирӗн республикӑн пуласлӑхӗ. Чи лайӑх пирӗн ҫамрӑксем.
Студент çулĕсем — пурнӑҫра питӗ ырӑ та ҫутӑ вӑхӑт. Ҫавӑнпа пур ачана та ӑна тӗрӗс ирттерме сунатӑп: вӗренмелле, малашнехи ӗҫре кирлӗ пӗлӳ-хӑнӑху пухмалла. Наукӑра хӑвӑра тӗрӗслесе пӑхмалла, спортпа тата пултарулӑхпа аппаланмалла. Мӗн те пулин ӗҫ тухмасан пуç усмалла мар, малалла утма вӑй тупмалла. Паллах, туслӑ пулмалла, юратса пурӑнмалла, тулли пурнӑҫпа пурӑнмалла».
Сӑнӳкерчӗкĕ: «Башинформ» ИА | архив.
https://www.bashinform.ru/news/politics/2026-09-04/radiy-habirov-soobschil-o-novoy-traditsii-4662977