

Пишпӳлекри «Улыбка» ача сачӗн «АБВГДЕйка» шкула хатӗрлекен ушкӑнра илӗртӳллӗ мероприяти иртнӗ — «Ҫамрӑк экспериментаторсем»!
Ачасем ҫав тери кӑсӑкланса, ҫунса тӑракан куҫсемпе опытсемпе уçусен тӗлӗнмелле тӗнчине путнă.
«Тӗлӗнтермӗш» тата «Тулли путни» шывпа сӑнавсем — сӑнанӑ, танлаштарнӑ, тӗлӗннӗ!
Микроиследованисем: лупа урлӑ тӑварпа сахӑр кристалӗсене пӑхнӑ — чӑн-чӑн пӗчӗк ӑсчахсем.
Ҫӑмартапа эксперимент: ачасем ахаль шывра ҫӑмарта путнине, тӑварлӑ шӗвекре ҫиеле тухнине тӗпчесе пӗлнӗ. Наукӑн чӑн-чӑн тӗлӗнтермӗшӗ.
Магнитпа паллашни: унӑн пахалӑхӗсемпе тӗрлӗ енӗсем ҫинчен пӗлнĕ.
Кашни опыт хыҫҫӑн кӑтартусене пӗрле сӳтсе явнă — тишкерме, пӗтӗмлетӳсем тума, шухӑш-туйӑмпа паллашма вӗреннĕ.
Сӑнав ӗҫӗ-хӗлӗ ачасене питӗ кӑсӑклантарать. Сӑнавсем — фокуссем тейӗн. Кашнинчех — ҫӗннине пӗлес пысӑк кӑмӑл ҫуратакан пӗчӗк асамлӑх.
Пӗтӗмлетнӗ май ҫакна ҫирӗплетсех калама пулать: ачасем ҫӗнӗ пӗлӳ кӑна илмен, чӑн-чӑн кӑсӑклӑх, ӑс-тӑн тӗпчевлӗхӗ тата таврари тӗнчене пӗлме тӑрӑшни палӑрнӑ.
Хамӑрӑн пӗчӗк тӗпчевҫӗсемпе мухтанатпӑр.
#деньзаднем
#национальныйкод_2_0
#УлыбкаБижбуляк
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри «Улыбка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.