

Дипломсене республикӑри аслӑ шкулсен чи лайӑх студенчӗсемпе аспиранчӗсем илнĕ. Церемонире регион ертӳҫи Радий Хабиров пулнă.
Пултаруллӑ ҫамрӑксем валли стипендисем 2019 ҫулта йӗркеленӗ. Вӗсем пурӗ 85: 50 – студентсем валли, 35-шӗ аспирантсем валли. Претендентсене университетсемпе наука организацийӗсем хӑйсем конкурс мелӗпе суйлаҫҫӗ. Тӗп виҫесем – вӗренӳре тата наукӑра чаплӑ пултарулӑх тата пысӑк кӑтартусем туни.
– Сире стипендиат дипломӗсене пани маншӑн пысӑк чыс. Эпир сирӗнпе питӗ мăнаçланатпӑр. Наукӑпа ӗҫлекен, пирӗн республикӑна малалла шутаракан пултаруллӑ ҫамрӑксем пирӗн патра пулнишӗн те телейлӗ, – тенӗ Радий Хабиров.
Республикӑра наукӑна аталантарас тата унӑн ҫитӗнӗвӗсене производствӑна кӗртес тӗлӗшпе нумай ӗҫ тунине хушса каланӑ вӑл. Ҫавӑн пекех регион пуҫлӑхӗ палӑртнӑ: Пушкӑртстан регионсен наукӑпа технологи аталанӑвӗн наци рейтингӗн тӑваттӑмӗш ҫул топ-10 шутне кӗрет.
– Ку пирӗн республикӑра наука аталанӑвӗн чӑннипех те лайӑх кӑтартӑвӗ, - палӑртнă Радий Хабиров. - Сире пур пуҫарура та ӑнӑҫу сунатӑп. Сирӗн ҫӑмӑл мар ӗҫ – пурнӑҫӑрӑн пулас харпӑр траекторине пысӑк тӳпе хывни.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн пресс-служби.