

Ҫак эрне Пишпÿлекри «Умка» ача сачӗн ушкӑнӗнче уйрӑм уçусемпе, ӑшӑпа тата ырӑ ӗҫсемпе тулнӑ. Ҫаксем пурте — «Ӑмӑрткайӑк — шкул ҫулне ҫитмен ачасем» проектпа килӗшӳллӗн.
«Ача сачӗн вӑрттӑнлӑхӗ» калава вуланă та — вӑл ачасене чӑн-чӑн ҫулҫӳреве чӗннӗ.
Ыйту хуравне шыранă: ача садне мӗншӗн сад теҫҫӗ-ха? — ӑна вара кашни кӗтесре, кашни ырӑ сӑмахра, чӳрече тулашӗнчи чечекленекен кашни тӗмре тупнă.
Ача садĕнче ĕҫлекенсенчен интервью илнĕ те — вӗсем пирӗн пӗрлехи ҫурта мӗн чухлӗ чун хывнине пӗлнĕ.
Унтан вара ӑшӑ сӑмахсен вӑхӑчӗ ҫитнӗ. Воспитатель тата шкул ҫулне ҫитмен мӗнпур ӗҫченсен кунӗ тӗлне ачасем:
- открыткӑсем туса парнеленĕ;
- «Умка-FM» радио валли салам программи ҫыртарнă.
Эрнипех «Пирӗн чечекленекен сад» курав чечекленнӗ — пирӗн чӗресем пекех.
Юлашкинчен вара — киленӳ, йӑл кулӑ, позитив тинӗсӗ.
Мӗншӗн тесен пирӗн сад вӑл ҫурт кӑна мар. Ку ачасем ӳсекен, талантсем сарӑлакан, ырӑ кӑмӑллӑх пурӑнакан вырӑн!
#ОрлятаДошколятаУмкаБижбуляк
#Орлята_дошколята
#Минпросвещения
#Росдетцентр
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри «Умка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/club217412282