

Пишпӳлек районӗнчи педагогика ӗҫӗн хисеплӗ вӗрентекенӗсемпе ветеранӗсем!
Учительсен кунӗ ячӗпе чи ӑшӑ та чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!
Педагог профессийӗ — чи хисеплӗ те яваплӑ ĕçсенчен пӗри. Кашни кун эсир хӑвӑрӑн вӗренекенӗрсене пӗлӳ, чун-чӗре пӗрчине хыватӑр, вӗсене ӳсме, хӑйсен вăйне ӗненме, пурнӑҫра ҫул тупма пулӑшатӑр. Сирӗн чӑтӑмлӑхӑр, ӑслӑлӑхӑр, ӗҫе парӑнни тарӑн хисепе тивӗҫ.
Профессие чылай ҫул халалланӑ, ҫамрӑк ӗҫтешӗсемшӗн тӗслӗх пулса тӑнӑ педагогика ӗҫӗн ветеранӗсене уйрӑм тав сӑмахӗсем. Сирӗн опытпа пӗлӳ — пирĕн районшăн хаксӑр еткер вӑл.
Сирӗн ҫӑмӑл мар, анчах пархатарлӑ ӗҫӗр вӗренекенсен ҫитӗнӗвӗсемшӗн савӑнӑҫ, мӑнаҫлӑх кӳтӗр. Сире ҫирӗп сывлӑх, чун ӑшши, ҫемье ырлӑхӗ тата иксӗлми хавхалану сунатпӑр!
Район Канашӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администраци пуҫлӑхӗ А.А. СЕМЕНОВ.