

Хушăлкари вăтам шкулта чи паллӑ пулӑмсенчен пӗри – Кӗрхи «Пушкӑртстан тути-2026» ярмӑркка иртнӗ. Телее, ҫанталӑк мероприятие шкул картишӗнче ирттерме май панă!
Кашни класс хӑйӗн сӗтелне май килнӗ таран ҫутӑрах та хӑйне евӗрлӗрех илемлетме тӑрӑшнă. Кунта пахча ҫимӗҫе, килти хатӗр-хӗтӗре, чечексем, ал ӗҫӗсем, кондитерла пӗҫернине, сӗт-ҫу, пылак ҫимӗҫсем тата ыттине те туянма пулнă.
Класс ертӳҫисем, ашшӗ-амӑшӗсемпе вӗренекенсем тӑрӑшнипе тата пултарулӑх енчен тӑрӑшнипе чӑн-чӑн тухăç тата тулӑх пурнӑҫ уявӗ пулса тӑнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/club202011028