

Уфа хулинчи Çамрӑксен керменӗнче К.А. Тимирязев ячӗллӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑк аграрисен конкурсӗ иртнӗ. Пирӗн пысӑк савӑнӑҫ валли сӑлтав пур!
Хушăлкари вăтам шкулти 11-мӗш класра вӗренекен Софья Данилова «Декоративлӑ чечек ӗрчетесси тата ландшафт дизайнӗ» номинацире жюрие парӑнтарса 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Софья, эсӗ ӑслӑ! Пӗтӗм Раҫҫейри ҫакӑн пек пысӑк шай тата ҫав тери чаплӑ ҫӗнтерӳ вӑл — санӑн талант, ҫине тӑнин тата пысӑк ӗҫӗн кӑтартӑвӗ. Мăнаçланатпӑр санпа!
Надежда Евдокимовна Васильева ертӳҫе уйрӑм тав сӑмахӗсем. Тавах хӑвӑр вӗренекенӗрсене хавхалантарнӑшӑн, ҫакӑн пек ту тӑррисене илсе кайнӑшӑн.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/club202011028