Кӑрлачӑн 19-мӗшӗ — Турă шыва кӗнĕ кун. Нумайӑшӗн çак кун вакка шыва кӗнипе ҫыхӑннӑ. Район администрацийӗн «О мероприятиях по подготовке и безопасному проведению Крещенских купаний на территории муниципального район Бижбулякский район Республики Башкортостан» постановленине алӑ пуснӑ, унта Кăшарнинче шыва кӗме районта ултă купель хатӗрлеҫҫӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тата кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗсенче ĕненекенсем Пишпӳлек ялӗнче Сыпатăр ҫӑлкуҫӗнче, Пăслăкра Пысӑк ҫӑлта, Хушăлкара Иван манах çăлĕнче, Каминкере Каменка Пря ҫӑлкуҫӗнче, Çирĕклĕре Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗлекенсен ҫӑлкуҫӗнче, Ситекре Абрам ҫӑлкуҫӗнче пухӑнма пултараҫҫӗ. Шыва кӗнӗ чухне хӑрушсӑрлӑхӑн мӗнпур мерисене пӑхӑнмалла.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.