Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
5 Мартӑн 2022, 12:30

Ачасем Çуркуннене кĕтсе илнĕ

Пишпÿлекри "Улыбка" ача садĕнчи ачасем хӗлпе сывпуллашрӗҫ те, чипер ҫуркуннене хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ.  

Ачасем Çуркуннене кĕтсе илнĕ
Ачасем Çуркуннене кĕтсе илнĕ

Пишпÿлекри "Улыбка" ача садĕнчи ачасем хӗлпе сывпуллашрӗҫ те, чипер ҫуркуннене хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ.

Хӗле ӑсатнине тата Ҫуркуннене — ҫутҫанталӑкри ӑшӑпа ҫӗнетÿ вăхăтне — яланах чаплӑ, ҫап-ҫутӑ та хаваслă уявпа — Ҫӑварнипе сăнласа пама пулать. Ҫӑварни – авалхи вырӑс халӑхӗн уявӗ, вӑл эрнипех тӑсӑлать, унăн символӗсем – хӗвел, икерчӗ, така тата Катемпи. Кашни кун хӑйӗн йӑли-йӗркипе ячӗсем, вӗсене Руçре ҫирӗппӗн тытса пынӑ. Хальхи вӑхӑтра Ҫӑварни ҫине урӑхла пӑхаҫҫӗ, анчах та нумай ҫын хӑйсен аслашшӗсен йӑли-йӗркине чыслама тӑрӑшать.

«Улыбка» ача садӗнче эпир, педагогсем ачасене культура еткерне тӑтӑшах явӑҫтаратпӑр. Эпир ҫӑварнине ҫулсеренех паллӑ тăватпăр. Ҫак ӗҫе тума ачасем эрнипех хатӗрленеҫҫӗ, ӑна чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Занятисенче вӗсем уяв историйӗ ҫинчен тата ӑна ӗлӗк мӗнле паллӑ туни ҫинчен пӗлнӗ.

Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ача садӗнче уяв ячӗпе Скоморохсемпе, Вупăр карчăкĕ тата Хӗлле хутшăннипе вăйă-кулă пулчӗ. Ачасем тӗрлӗ вӑйӑсенче хӑюлӑхпа тавҫӑрулӑх, вӑй-халпа пултарулӑх кăтартрĕç, Скоморохсен шӳчӗсенчен кулчӗҫ, пӗрле юрларӗҫ, ташларӗҫ, вӑйӑ вылярӗҫ.

 Уяв ирттерме чӑрмантаракан Вупăр карчăкĕ те нимте тăваймарĕ. Анчах та туслӑх ачасене заданисене ҫӑмӑллӑнах ҫӗнтерме пулӑшрĕ. Уява тата Хӗл те килсе кӗчӗ, вăл Ҫуркуннене вара ырӑ кӑмӑлпа хӑйӗн вырӑнне пачӗ. Пирӗн уяв шавлӑн та савӑнӑҫлӑн иртрӗ.

Ача садӗнче Ҫӑварни ирттерни — вӑхӑта ачасемпе пӗрле ирттермелли, вӗсене вырӑс халӑхӗн культурипе йӑли-йӗркисем ҫинчен каласа памалли, хӑйсен историне юратма тата хисеплеме пулӑшакан питӗ лайӑх май.

Набира АРСЛАНОВА,

Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачĕн музыка ертÿçи.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Набира АРСЛАНОВА.

 

Ачасем Çуркуннене кĕтсе илнĕ
Ачасем Çуркуннене кĕтсе илнĕ
Ачасем Çуркуннене кĕтсе илнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: