Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерӗн çулталӑкне халалланӑ "Чӗрӗ йӑла-йĕрке" фольклорпа ремеселасен районти фестивалӗн Гала-концерчӗ Пишпÿлекри Культура керменӗн сцени ҫинче хӑйӗн тусӗсене пухрĕ.
Фольклор вӑл - пирӗн халӑхӑн чӗлхи, пурнӑҫ йӗрки. Вӑл тӗнче тавракурӑмне, унӑн ӗмӗрхи ӑслӑлӑхне, тепӗр тесен, ку пирӗн наци уйрăмлăхĕ. Кашни ҫын, хӑй сисмесӗрех, йӑлана кӗнӗ культурӑна тытса пыраканни пулса тӑрать.
Наци хӑйнеевӗрлӗ культурин ҫутӑ палитрине чи лайӑх фольклор, хореографи ансамблӗсем, Пишпÿлек районӗнчи предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсенчен тӑраканскерсем, суйлав турне иртнисем паян сцена çинчен хăйсен пултарулăхне кăтартса панă.
Йăлпăлаксем чăваш вăййин сыпăкне тăратнă.
Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçран.