Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
31 Майӑн 2022, 15:50

Июнĕн 4-мĕшĕнче — Пишпÿлекре Акатуй!

Пишпÿлек районӗнче "Акатуй-2022" уява пӗтӗм вӑйран хатӗрленеҫҫӗ!

Июнĕн 4-мĕшĕнче — Пишпÿлекре Акатуй!
Июнĕн 4-мĕшĕнче — Пишпÿлекре Акатуй!

Пишпÿлек районӗнче "Акатуй-2022" уява пӗтӗм вӑйран хатӗрленеҫҫӗ!

Çакăн пирки Пишпÿлек район администрацийĕн социаллă сетьри страницинче пĕлтереççĕ. "Вектор" ҫамрӑксен центрӗн, "Парус" спорт шкулӗн хастарӗсем, район администрацийӗн, ял хуҫалӑх управленийӗн, вӗренӳ пайӗн, Пишпÿлекри культура керменӗн, Пишпÿлек ял тӑрӑхӗн, районти ытти организацисемпе предприятисен хастарӗсем акатуй уҫланкине уява хатӗрлес енӗпе активлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Спорт ӑмӑртӑвӗсене ирттерме зонӑна йӗркеленӗ, уяв сценине палӑртнӑ. Часах пӗтӗм ӗҫ вĕçленет, уҫланкӑ хӑнасене йышӑнма хатӗр пулать.

Акатуй уҫланкинче чухне сире курӑк ҫине автомобильпе кӗмессе, ҫулсем тӑрӑх ҫирӗп иртме, ҫӳп-ҫап тӑкса ҫӳремессе ыйтаççĕ. Уяв кунӗнче ҫӳп-ҫап пухма контейнерсем вырнаҫтарӗҫ, ҫавӑн пекех "Экологи патрулӗ" ӗҫлӗ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек район администрацийĕн социаллă сетьри страницинчен.

Июнĕн 4-мĕшĕнче — Пишпÿлекре Акатуй!
Июнĕн 4-мĕшĕнче — Пишпÿлекре Акатуй!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: