Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
16 Июлӗн 2022, 14:38

Пушкӑртстанра мунча фестивалӗ иртӗ

Июлӗн 23-24-мӗшӗсенче хула тулашӗнчи "Фазенда" клуб территорийӗнче пӗтӗм Раҫҫейри "Сывлӑхпа туризм"сывлӑха ҫирӗплетмелли практикӑсен Пӗрремӗш фестивалӗ иртӗ.

Пушкӑртстанра мунча фестивалӗ иртӗ
Пушкӑртстанра мунча фестивалӗ иртӗ

Июлӗн 23-24-мӗшӗсенче хула тулашӗнчи "Фазенда" клуб территорийӗнче пӗтӗм Раҫҫейри "Сывлӑхпа туризм"сывлӑха ҫирӗплетмелли практикӑсен Пӗрремӗш фестивалӗ иртӗ.
Фестивале Пушкӑртстан Республикин туризм сферинчен тата Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсенчен 1000 ытла специалист хутшӑнӗ.
Фестивале хутшӑнакансем ҫивӗч ыйтусене – турист сферине инвестицисем явӑҫтарассине, шалти туризма аталантарассине, уйрӑммӑнах рекреаци ыйтӑвӗсене сӳтсе явӗҫ. Фестивалӗн тӗп темине "Туризм сферинче импорта улӑштарасси" пленум ларӑвӗнче уҫӗҫ.
Фестивалӗн ӗҫлӗ программи шайӗнче "Мунча – бизнес пек" бизнес-форум иртӗ, унта хутшӑнакансем ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явӗҫ – тупӑш ҫӑлкуҫӗсем, ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курасси, строительствӑпа логистика тӑвасси, мунчана хальхи бизнес списокне кĕртесси тата ытти те.
Иккӗмӗш кунне вăрманта, уй-хирте ӳсекен курӑк пухакансен форумӗ иртӗ, унта çутçанталăкра ӳсекен курӑксене йӗркелесси, пуҫтарасси, хатӗрлесси, тирпейлесси, упрасси, турттарса каясси тата маркировка тӑвасси пирки ыйтусене сӳтсе явӗҫ. Специалистсем бизнесра ҫак ҫул-йӗр ҫивӗчлӗхне, ҫавӑн пекех ӗҫ процесӗнче пулакан кӑткӑслӑхсемпе ҫул-йӗрӗсене сӳтсе явӗҫ.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра мунча фестивалӗ иртӗ
Пушкӑртстанра мунча фестивалӗ иртӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: