Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
29 Июлӗн 2022, 20:17

Лаша ӗрчетес ӗҫе аталантармалли ҫивӗч ыйтусене республикӑри "Башкорт аты" фестивальте сӳтсе явӗҫ

Баймак районӗнче июлĕн 29-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшчен Графское кӳлли хӗрринче пушкӑрт йӑхӗнчи "Башкорт аты" ("Пушкӑрт лаши") республикӑри фестиваль пырать.

Лаша ӗрчетес ӗҫе аталантармалли ҫивӗч ыйтусене республикӑри "Башкорт аты" фестивальте сӳтсе явӗҫ
Лаша ӗрчетес ӗҫе аталантармалли ҫивӗч ыйтусене республикӑри "Башкорт аты" фестивальте сӳтсе явӗҫ

Баймак районӗнче июлĕн 29-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшчен Графское кӳлли хӗрринче пушкӑрт йӑхӗнчи "Башкорт аты" ("Пушкӑрт лаши") республикӑри фестиваль пырать. Тӗрлӗ культурӑпа йӑпану мероприятийӗсӗр пуҫне фестиваль ӗҫлӗ анлӑ программа площадки пулса тӑрӗ. Унта ӗҫ тӑвакан власть органӗсен общество организацийӗсен представителӗсем, лаша хуҫалӑхӗсен тата ӑратлӑ репродукторсен ертӳҫисем, зоотехниксем, генетика, селекци тата ӑратлӑ лашасем ӗрчетес енӗпе наука пӗрлешӗвӗн представителӗсем хутшӑнӗҫ. Ҫавра сӗтел шайӗнче хутшӑнакансем Пушкӑртстан Республикинче селекципе технологи отрасльне тивӗҫтерессин ҫивӗч ыйтăвĕсене, ку енӗпе ӗҫ-хӗлӗн тӗп ҫул-йӗрӗсене тата проблемӑсене, ҫавӑн пекех породӑна малалла лайӑхлатассине сӳтсе явӗҫ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Лаша ӗрчетес ӗҫе аталантармалли ҫивӗч ыйтусене республикӑри "Башкорт аты" фестивальте сӳтсе явӗҫ
Лаша ӗрчетес ӗҫе аталантармалли ҫивӗч ыйтусене республикӑри "Башкорт аты" фестивальте сӳтсе явӗҫ
Автор:Марина Иванова
Тегсем:bashhorsefest
Читайте нас: