Çутă çул
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
29 Июлӗн 2022, 20:59

Пушкӑртшӑн лаша мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен Гафури районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм каласа панă

Гульшат Шаймарданова хӑйӗн наци костюмӗпе вӑл мероприятие колорит хушса пынă.

Пушкӑртшӑн лаша мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен Гафури районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм каласа панă
Пушкӑртшӑн лаша мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен Гафури районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм каласа панă

Пушкӑрт лашин республикӑри фестивальне Баймак районне Пушкӑртстанӑн тӗрлӗ кӗтесĕсенчен хӑнасем килнӗ. Мероприятие хутшӑнакансенчен пӗри "Баймакский вестник" хаҫатӑн корреспондентне мӗн-мӗн курни-илтнисемпе паллаштарнă.
Гульшат Шаймарданова Гафури районӗнчен фестивале килнӗ. Хӑйӗн наци костюмӗпе вӑл мероприятие колорит хушса пынă.
- Фестивале эпӗ хам ҫемьепе пӗрле килтӗм. Хальлӗхе пӑхкалатпӑр-ха. Юрать-ха, паян ҫанталӑк шӑрӑх мар. Ҫутҫанталӑк та ҫав тери чаплӑ. Пирӗн ҫемье - ухӑран пеме юратаканскер, ҫавӑнпа та пирӗн районта спорт тӗсӗпе ҫыхӑннӑ кирек мӗнле ӑмӑртӑва та сиктерсе хӑвармасса тӑрӑшатпӑр. Кунта та эпир пуринчен ытла ухăран пеме хӑнӑхма килтӗмӗр.
Юрать-ха, пирӗн республикӑн ертӳлӗхӗ пушкӑрт лашине халалланӑ ҫав тери пысӑк мероприяти пуҫласа ячӗ. Пушкӑрт халӑхӗшӗн лаша вӑл сăваплă чӗрчун. Пушкӑртсем мӗн авалтанпах лашасем ӗрчетеҫҫӗ. Лашасем вӗсене тӑрантарнӑ, тумлантарнӑ, вăл транспорт хатӗрӗ пулса тӑнӑ. Пушкӑрт пурнӑҫӗ йӗнер ҫинче иртнĕ теме пулать.
Ҫавӑн пекех вӑл лаша ҫинчен нумай ваттисен сӑмахĕсемпе каларăшсем илсе кăтартнă.

https://bv02.info/news/obshchestvo/2022-07-29/zhitelnitsa-gafuriyskogo-rayona-rasskazala-kakoe-znachenie-dlya-bashkira-imeet-loshad-2891023

Пушкӑртшӑн лаша мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен Гафури районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм каласа панă
Пушкӑртшӑн лаша мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен Гафури районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм каласа панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: