Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
9 Сентябрӗн 2022, 09:15

Сентябрӗн 9-мӗшӗнче Пушкӑртстанра Наци костюмӗн кунне палӑртаççĕ

"Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал Наци костюмӗн кунне республикӑра кӑна мар, ун тулашӗнче те паллӑ тӑваҫҫӗ.

Сентябрӗн 9-мӗшӗнче Пушкӑртстанра Наци костюмӗн кунне палӑртаççĕ
Сентябрӗн 9-мӗшӗнче Пушкӑртстанра Наци костюмӗн кунне палӑртаççĕ

Уяв халӑх культурин тивӗҫӗпе тата пахалӑхӗ пулнине ӑнланма тата наци йӑли-йӗркипе, историпе тата культурипе тепӗр хут паллашма, ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани пама май парать.

Аса илтеретпӗр, уяв республикӑра 2020 ҫултан пуҫласа ҫулталӑкра икӗ хут иртет — апрелӗн виҫҫӗмӗш эрнекунӗнче тата сентябрӗн иккӗмӗш эрнекунӗнче. Маларах "Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал Наци костюмӗн кунне республикӑра кӑна мар, ун тулашӗнче те паллӑ тӑваҫҫӗ.

Пушкӑртстанра сентябрӗн 9-мӗшӗнче Наци костюмӗн кунӗнчи тӗп событи Уфари Якутов ячӗллӗ паркӗнче иртекен "Наци костюмӗн уявӗ" пулса тӑрӗ. Хӑнасене костюмсем, халӑх ӑстаҫисен ӗҫӗсен куравӗ, концерт программи кӗтет.

Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗ "Музыка этномозаикин" акцине хутшӑнма чӗнет.

Пушкӑртстанри районсенче те пысӑк программа пулӗ. Республикӑн тӗрлӗ кӗтессисенче наци костюмӗсен, флешмобĕсем, куравӗсем, хӗрарӑмсен капӑрлатмалли, пушкӑрт кӑкӑрлӑхӗсем тӑвакан мастер-классем, ҫӗвӗ ҫӗлекен йӑлана кӗнӗ хӗрарӑм кӗпи, тӗрри тата ытти те иртӗҫ.  

«Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Иван ГРИГОРЬЕВ.

Сентябрӗн 9-мӗшӗнче Пушкӑртстанра Наци костюмӗн кунне палӑртаççĕ
Сентябрӗн 9-мӗшӗнче Пушкӑртстанра Наци костюмӗн кунне палӑртаççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: