Çветке — уйрӑм вӑхӑт. Сӑваплӑ каҫсем январӗн 7-мӗшӗнчен пуҫланаҫҫӗ те январӗн 19-мӗшӗччен тӑсӑлаҫҫӗ. Раççейре мӗн авалтанпах, пурнӑҫ юхӑмӗн пуласлӑхне пӗлес тесе, юмӑҫ пӑхнӑ. Хӗрсем ҫураçас ҫын ҫине юмӑҫ пӑхнӑ, ҫемьеллĕ ҫынсене килти ырлӑх, тырпул, тӑвансемпе ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ ытларах интереслентернӗ.
Çирĕклĕри ял клубӗпе библиотека специалисчӗсем Çветке каçне ирттернӗ. Мероприятие хутшӑнакансем юмӑҫсен историпе, йӑли-йӗркипе паллашнă, кирек мӗн ҫинчен те, кирек мӗнпе те юмӑҫ пӑхма май пуррине пӗлнĕ: ҫӑм атта хапхаран ывӑтасси, чӳрече умӗнче итлесси тата ытти те. Ҫӗр каҫиччен унта пулнӑ ҫынсем тӗрлӗ юмăçсем нумай курнӑ, вылянӑ, калама ҫук фантази кӑтартнӑ, хӑйсем валли интереслӗ япаласем тупнӑ, уйрӑмах ачасене: "Юмӑҫ пур-çук", "Ăвӑспа юмăçлани", "Кӗнекепе юмăçлани", "Мӑшӑрлă, мӑшӑрлă мар", "Çиппе юмăçлани" текен юмăçсем кӑмӑла кайнӑ.
Малалла "Нартукан" юмӑҫ — чӑвашсен ҫӗнӗ ҫул юмăçĕ иртнӗ. Йӑла пӗлтерӗшӗ акӑ мӗнре: юмӑҫ пӑхнӑ чухне тӗрлӗ юрӑсем шӑранаҫҫӗ, вӗсенчен кашнинчех хӑйӗн вӑрттӑн пӗлтерӗшӗ пур, вӑл е ку ӑраскал мӗнле ҫаврӑнса каясси ҫинчен малтанах каласа хурать.
Мероприяти ӑшӑ та туслӑ лару-тӑрура иртнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.