Пишпӳлек районӗнче пурӑнакансемпе хӑнасем хӗллепе сывпуллашнă — Пишпӳлекри тӗп площадьре Ҫӑварние уявланă! Халӑх уявӗ чаплă иртнĕ: вӑйӑсем, юрӑсем, ташӑсем, конкурссем, ача-пӑча вӑййисем тата, паллах, тутлӑ икерчӗ тата вӗри чей. Ҫакă пурте кунта, ҫакă пурте уява килнӗ кашни ҫыншӑн пулнӑ. Ӗҫкӗ-ҫикӗ вӗҫленсен вара яланхи пекех катемпие — хӗл символне — ҫунтарса янă, халӗ вӑл тахҫантанпах кӗтнӗ ҫуркуннене вырӑн памалла.
Район администраци пуҫлӑхӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан Артур Галеев, пурне те уяв ячӗпе саламласа, ырӑ, ҫурхи кӑмӑл-туйӑм суннă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.