

Çирĕклĕ ял клубӗнче Пушкăрт Республикинчи Пысӑк та туслӑ ҫемье ҫулталӑкне халалланӑ «Мӑнкун — ҫемьери ҫутӑ уяв» пӗлӳпе вӑйӑ программи иртнӗ.
Ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсем уяв йӑли-йӗркипе паллашнӑ, вӑйӑсемпе йăпанусене хутшӑннӑ.
Вӗсем Мӑнкун символӗсем ҫинчен тупмалли юмахсен тупсăмне тупнă, халӑх вӑййисене — «Мӗн хурӑпӑр эпир кулича», ҫавӑн пекех «Ярӑн, ярӑн, ҫӑмарта», «Волчок», «Çӑмартана вӗрсе яр», «Çӑмартана пӗр-пӗрне хирӗҫ ярӑнтарни» вӑйӑсем вылянӑ.
Мӑнкун викторинин ыйтӑвӗсене хуравланă, Мӑнкун паллисене аса илнĕ.
Мастер-класра кашни хутшӑнакан ҫӑмарта сӑрланӑ.
Тӗлпулу хаваслӑ та пӗлӳллӗ пулса тухнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри клубăн социаллă сетьри страницинчен.