

Çимĕк умӗн Хушăлкари Культура çурчӗ умĕнче урам территорийӗ йӑла-йӗркепе ырӑ асаилӳсене кӗтсе илмелли вырӑна ҫаврӑннӑ. Кунта Хушăлка ялӗнче пурӑнакансемпе хӑнасене пухса «Ҫимĕк каç» йӑла юррисен каҫӗ иртнӗ.
«Туслăх» юрă коллективӗ пӗтӗм мероприятие чун-чӗре кӑмӑлне парса ертсе пыраканĕн рольне хӑй ҫине илнӗ. Вӗсем юрланӑ май уява хутшӑнакансем савӑнса вӑйӑ картине хутшӑннă, ачаранпах паллакан йӑла юррисене пĕрле юрланă.
Ҫак каҫ кӗвӗсем ҫеҫ янӑраман - йӑла-йӗрке чӗрӗлнӗ. Уяв хӑнисем Ҫимĕк каçне маларах мӗнле паллӑ тунине аса илнĕ, ҫак кун чӑннипе те савӑннă.
Мероприяти йӗркелӳҫӗсене ӑшӑ тав сӑмахӗсем каланипе вӗҫленнӗ. Пирӗн тӑрӑхӑн культура еткерлӗхне упракан ҫӗнӗ тӗлпулусем пуличчен!
#вечеробрядовыхпесенҫимӗккаҫ
#годбольшойидружнойсемьи
#годединстваидружбынародов
#КошЕлгинскийСДК
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари Культура çурчӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public116068194