

Ситекпуçĕнчи Культура çуртӗнче салтака ҫара ӑсатни йӑла каҫӗ иртнĕ. Мероприятие Тӑван çӗршывӑн пулас хӳтӗлевҫине тата тӑванӗсене чӗннӗ. Рекрут (салтак) киле чӗрӗ-сывӑ таврӑнтӑр тесен уйрӑлу кунӗнче темиҫе йӑла ӗҫне пурнӑҫламалла.
Каснă ҫӑкӑр татăкне рекрут ҫурмалла вакланӑ, ун хыҫҫӑн пӗр ҫуррине ҫинӗ, иккӗмӗшне амӑшне панӑ.
Салтакӑн амӑшӗ сыхлӑха сӑнанӑ: ҫӑкӑр типсен ывӑлӗ чиперех таврӑнать, ҫӑкӑр пӑнтӑхсан вара ку ырӑ мар паллӑ шутланнӑ.
Рекрута хулпуҫҫи урлӑ алшӑллисем ҫыхса пилленӗ. Амӑшӗ енчен тӑванӗсем пӗр хулпуҫҫи урлӑ, ашшӗ енчен тепӗр хулпуҫҫи урлӑ ҫыхнă.
Фольклорист, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Лира Аркадьевна Афанасьевана «Рекрут. Йӑла ӗҫӗсем» йӑла-йӗркене тӗпченӗ чухне методика пулӑшӑвӗ панăшăн тав тӑватпӑр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/sedyakbashsdk2023