

Пирӗн районта питӗ интереслӗ ял Ситек пур. Кунта халӑх йӑли-йӗркине сӑваплӑ хисеплеҫҫӗ: ял ҫыннисем хӑйсем чапа тухнă музей йӗркеленӗ.
Июлӗн 12-мӗшӗнче Ситекре районти «Питрав пуххи» фольклор уявӗ иртрӗ. Куна ахальтен суйламан — июлӗн 12-мӗшӗ, Петрпа Павел кунӗ. Петрпа Павел кунĕ тĕлне ҫутҫанталӑк тӗппипе чечекленет тесе шутланӑ ĕлĕк, ҫавӑнпа апостолсене тырпула ӳстерме кӗл тунӑ. Уявра вӑйӑ карти ҫӳретес, чуччу ҫинче ярăнас йӑла пулнӑ.
Паллах, йӑласене тытса пынӑ кӑна мар, ӳстернӗ те. Утӑ ҫулма тухса тырпул пухма тытӑнас йӑлана ҫӗнӗрен йӗркеленĕ.
Уява иккӗмӗш хут ҫеҫ ирттереҫҫӗ. Уява илемлӗ пултарулӑхӑн 13 коллективӗ килнӗ. Хӑнасем Ермекей районӗнчен, Оренбург облаҫӗнчен пулнӑ. 2026 ҫула çĕршывра Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн çулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ, ҫавӑнпа уявра тӗрлӗ чӗлхепе юрӑсем янӑрарĕç.
Уявра хӑнасем курӑка чӑн-чӑн ҫавапа ҫулма, икӗ алӑллӑ пӑчкӑпа вутӑ касма пикеннӗ. Питӗ интереслӗ уяв пулса тухнă. Хӗле хатӗрленес ӗҫсене старт панӑ, эппин, малалла вӑй хурӑпӑр.
Ситексем уява питӗ лайӑх хатӗрленнĕ, хӑнасене пурне те вӗри апат ҫитернĕ, сăрапа тата сĕм пылпа хӑналанă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: социаллă сетьри уçă страницăсенчен.