+13 °С
Облачно


Кистенлĕри Культура ҫурчĕн «Пыл спасӗ» фольклор пухӑвне хутшӑнакансем ҫак кунӑн йӑли-йӗркипе, паллисемпе паллашнă, ваттисен сӑмахӗсене аса илнĕ, хӑйсен чи лайӑх пылпа тăвакан рецепчӗсемпе паллаштарнă, хаваслӑ юрӑсем янӑратнă, чи кӑсӑкли «Пыл такмакӗ» конкурс иртнӗ. Кӑпӑшка икерчӗпе, техӗмлӗ чейпе, тутлă шăрăшлă пылпа сӑйланнӑ. Уяв чунлӑ та чӑн-чӑн пыллӑ пулса тухнă.
#Башкирское_долголетие
#традиции_обряды
#Кистенли_Богдановский_СДК
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/club203777291