

«Кĕр сăри» — ял хуҫалӑх ӗҫӗсене вӗҫлессипе тата тыр-пул пухса кӗртессипе ҫыхӑннӑ чӑвашсен кӗрхи йӑлана кӗнӗ уявӗ. Октябрӗн 16-мӗшӗнче районти Культура керменӗнче «Кĕр сăри» уяв иртнӗ. Кистенлĕри Культура ҫурчӗ ҫак уява хутшӑннӑ.
Ӗлӗкхи пекех ҫак уява ӗҫкӗ-ҫикӗпе, кучченеҫпе, юрӑпа-ташӑпа паллӑ тунă, тыр-пулшӑн ҫӗрпе аслӑ вӑйсене тав тунă. Пӗлтерӗшлӗ пайӗ шӑпах «сăра» ӗҫми пулнӑ, пӗрлехи сӗтел ҫинче йӑх-несӗлӗн тулӑхлӑхӗпе пӗрлӗхӗн палли.
Кистенлӗри Культура çурчĕн «Шуҫӑм» коллективӗнчен Лидия Александровна Назарова «Сăра ăсти» чӑваш ӗҫми-ҫимине чи лайӑх ӑсталамалли конкурса хутшӑннӑ.
#Кистенли_Богдановский_СДК
#Традиции_обряды
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри Культура ҫурчӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/club203777291