Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
30 Июлӗн 2021, 12:50

Пушкӑртстан тырпулсăр юлмасть

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров республикӑри вырма кампани мӗнле пыни ҫинчен каласа пачӗ.  

Пушкӑртстан тырпулсăр юлмасть
Пушкӑртстан тырпулсăр юлмасть

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров республикӑри вырма кампани мӗнле пыни ҫинчен каласа пачӗ.

«Пирӗн хресченсем 359 пин гектар çинчен 552 пин тонна тырӑ пуҫтарнӑ ӗнтӗ. Кӗрхи культурӑсене пухса илес енӗпе Давлекан районӗн аграрийӗсем (33,8 пин тонна тырӑ), ҫуртрисемпе — Илиш (14,8 пин тонна) мала тухрӗҫ. Кӗрхи культурӑсен тухӑҫлӑхӗпе Чекмагуш районӗн хуҫалӑхĕсем мала тухасси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кунта кашни гектартан 27,8 центнер кӗрхи тырӑ пуҫтараҫҫӗ. Кармаскалă районӗнче ҫуртрисен тухӑҫлӑхĕ — 22,4 ц/га», — пӗлтерчӗ вӑл хӑйӗн соцсетьсенчи страницинче.

Регион пуҫлӑхӗ кӑҫал ҫӗр ӗҫченĕсем 2 млн тонна яхӑн тырпул пуҫтарма планлаҫҫӗ тесе хушса хучӗ. Ҫакӑ республикӑра тырӑ тӗлӗшӗнчен мӗн чухлĕ кирлине тивĕçтерме ҫителӗклӗ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.

Пушкӑртстан тырпулсăр юлмасть
Пушкӑртстан тырпулсăр юлмасть
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: