Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
4 Августӑн 2021, 14:38

Канмалли кунсенче Уфара пыл ярмăркки иртет

Пыл уявӗ августӑн 8-мĕшĕнче ирхи 10 сехетре Спорт керменӗн площадӗнче стартлать.  

Канмалли кунсенче Уфара пыл ярмăркки иртет
Канмалли кунсенче Уфара пыл ярмăркки иртет

Пыл уявӗ августӑн 8-мĕшĕнче ирхи 10 сехетре Спорт керменӗн площадӗнче стартлать.

Ҫӑка, чечек, донник пылĕ, рамăри пыл — сутӑн илекенсене кирек мӗнле те пыл кӗтет. Унсӑр пуҫне хурт-хӑмӑр продукцийӗ те — прополис, перга тата ытти те — туянма пулать. Ярмăрккăна республикӑри пур районтан та хурт-хăмăрçăсем хутшӑнӗҫ.

Хула çыннисем пыл туянма кӑна мар, вӑхӑта интереслӗ ирттерме те пултарӗҫ. Программӑра — пултарулӑх коллективӗсен номерĕсем, хаваслӑ вӑйӑсем тата конкурссем.

Уфа хула администрацин информацийĕпе.

 

Канмалли кунсенче Уфара пыл ярмăркки иртет
Канмалли кунсенче Уфара пыл ярмăркки иртет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: