Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
6 Августӑн 2021, 12:12

Пушкӑртстанра тырӑ культурисен лаптӑкĕсен виҫҫӗмӗш пайне вырнă

Кӑҫалхи вырма кампанинче Пушкӑртстан ҫӗр ӗҫченӗсен 1,73 млн гектар тӗштырӑпа пăрçа йышши культурисене, вӗсенчен 363 пин гектар кӗрхи тырӑсене пухса кĕртмелле, аса илтерчӗҫ ПР Ялхуçалăх министерствинче.  

Пушкӑртстанра августӑн 5-мӗшӗ тӗлне 584 пин гектар тӗштырӑ тата пӑрҫа йышши культурӑсем — пӗтӗмӗшле акмалли лаптӑкӑн виҫҫӗмӗш пайне авӑн ҫапнӑ. Вӑтам тухӑҫ 16 ц/га пулнă, 906 пин тонна тырӑ вырнă.

Тырпулăн чи пысӑк тухăçне Аургазă районӗнчи хуҫалӑхсем пухнӑ —64 пине яхӑн тонна, ҫакӑнтах чи пысӑк тухӑҫ илеççĕ — 25,1 ц/га.

62 пин тонна ытла тырӑ Чекмагуш районӗнче, 57 пин тонна яхӑн – Стерлитамак районӗнче пухнӑ.

Кӑҫалхи вырма кампанинче Пушкӑртстан ҫӗр ӗҫченӗсен 1,73 млн гектар тӗштырӑпа пăрçа йышши культурисене, вӗсенчен 363 пин гектар кӗрхи тырӑсене пухса кĕртмелле, аса илтерчӗҫ ПР Ялхуçалăх министерствинче.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.

Пушкӑртстанра тырӑ культурисен лаптӑкĕсен виҫҫӗмӗш пайне вырнă
Пушкӑртстанра тырӑ культурисен лаптӑкĕсен виҫҫӗмӗш пайне вырнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: