

Россельхозбанк тӑван ҫӗршыври апат-ҫимӗҫ продукчӗсене халăх хушшинче анлă сарас енӗпе акци ирттерет, пӗлтерет регион министерствин пресс-служби.
Аркадий Новиков ресторатор тата кулинари шоу ертсе пыракан Юлия Высоцкая çумне фермерсемпе артистсем, ҫыравҫӑсем, ҫӳревҫӗсем, спортсменсемпе блогерсем, ҫӗршывӑн вун-вун регионӗнчен килнӗ ӗҫ-хӗлӗн ытти сферин представителӗсем хутшӑнчӗҫ. Акцие хутшӑнакан 250 ҫынсем пурте Раҫҫей продукчӗсен пысăк пахалӑхне, аграрисене тата вӗсен ӗҫне чыслас тата модӑлла туса кӑтартас тӗллевпе пӗрлешнӗ. Пушкӑртстанра банк сӑнӗ Виталий Смирнов фермер пулса тӑнӑ, ӑна республикӑра пурӑнакансем 70 роликран пӗринче курма пултараҫҫӗ. Вӑл Гафури районӗнчи Инзелга ялӗнчи «Чаплӑ страус» ферма хуҫи.
«Эпӗ хамӑн ӗҫпе тата хамӑн фермӑпа мухтанатӑп, ҫак ферма кунта ҫитӗнтерекен экзотикăллӑ чӗрчунсем кӑна мар, вӑл республикӑри чи пысӑк контактлӑ зоопарк шутланать. Пирӗн питомецсен хушшинче халӗ страуссем кӑна мар — фермӑра 300 яхӑн чӗрчун пурӑнаҫҫӗ, вӗсене курма кӑна мар, тӑрантарма та, ачашлама та, вӗсемпе калаҫма та юрать. Эпӗ регионти агротуризм аталанса пытӑр тата пирӗн пата Пушкӑртстанра пурӑнакансем кӑна мар килччӗр тетӗп. Ҫавӑнпа та эпир ҫемьепе кунта гостиница бизнесне аталантарма, канма ҫуртсем тума палӑртса хуратпӑр — ытарайми ҫутҫанталӑк хăй патне туртать. Унсӑр пуҫне страусран аш-какай продукцийӗ туса кӑларас планра. Фермер ӗҫне эпӗ пӗлетӗп, анчах вӑл ҫынсене мӗн таран кирлине те куратӑп. Ман пекех ял хуҫалӑхне хисеплени, ӑна малалла аталантарас кӑмӑл эпӗ Россельхозбанкра та куратӑп», — палӑртрӗ Виталий Смирнов.
МИХ информацийĕпе.