Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
8 Сентябрӗн 2021, 09:34

Кĕрхи культурăсем акаççĕ

Пушкăртстанра лаптăксен 30% кĕрхи культурăсем акнă.  

Кĕрхи культурăсем акаççĕ
Кĕрхи культурăсем акаççĕ

Пушкăртстанра лаптăксен 30% кĕрхи культурăсем акнă.

Аграрисем технологи срокӗсенче — сентябрӗн 20-мӗшӗччен кӗрхи тырра акса пĕтерме тӑрӑшаҫҫӗ.

Тулӑ тата ыраш акаҫҫӗ, кӗрхи тырӑсене пӗтӗмпе 600 пин га акмалла (кӗрхи савӑл иртнӗ кӗркунне 363 пин га танлашнӑ).

Пирӗн климатра кӗрхи культурăсем лайăх та сумлă пулăшу пулса тӑма пултараççĕ, палăртаççĕ Ялхуçалăх министерствинче. Сӑмахран, ҫак типӗ ҫулла кӗрхи тырӑ тухӑҫлӑхӗ ҫуртрисенчен чылай пысӑкрах пулчӗ. Чекмагуш районӗнче кӗрхи тырӑсем гектар пуçне 27,8 центнерпа танлашнă. Кармаскалă тата Аургазă районӗсенче ҫуртри чи лайӑх тухӑҫне 25 ц/га, республикӑри вӑтам тухӑҫ 16 ц/га яхӑн пулнă.

 

 «Башинформ» информацийĕпе.

 

Кĕрхи культурăсем акаççĕ
Кĕрхи культурăсем акаççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: