Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
23 Сентябрӗн 2021, 16:31

Пушкăртстанра 2021 çулта пĕрчеллĕ культурăсен тухăçĕ 38% чакнă

Пушкӑртстанра тыр-пул тата пӑрҫа йышши культурӑсене пуҫтарса пӗтереҫҫӗ, 2,2 млн тонна тырӑ пухма палӑртнӑ, ку вӑл пӗлтӗрхинчен икĕ хута яхăн сахалрах.  

Ҫак цифрӑсене паян Патшалӑх пухӑвӗн пленарлӑ ларӑвӗн шайӗнче иртнӗ правительство сехетĕнче правительство премьер-министрӗн заместителӗ — ялхуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов пӗлтернӗ.

Анчах та вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтрах тырӑ пахалӑхӗ чылай пысӑкрах. 2020 ҫулта 3 класлӑ тулӑ производствӑн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 8 процент кӑна пулнă пулсан, 2021 ҫулта — 38%.

Раҫҫей регионӗсем тӑрӑх тырӑ тата тӗштырӑ производствин аталанӑвӗ те ҫаплах япӑх. Сентябрӗн 15-мӗшӗ тӗлне РФ вӑтамран 2021 ҫулхи тухӑҫлӑх 2020 çулхинчен гектар пуçне 2,8 ц сахалрах /29,3 ц/га – 2020 ҫ., 26,5 ц / га – 2021 ҫ.). Сентябрӗн 15-мĕшĕ тĕлне тӗштырӑсемпе пӑрҫа йышши культурăсен 13,4 процентне вырса илнĕ (115 млн тонна — 2020 г, 99,4 млн тонна -— 2021 ҫ.).

Федерацин Атӑлҫи округӗнче критикӑллӑ лару-тӑру. Вӑтам тухӑҫ 2020 ҫул шайӗнчен гектар пуçне 9,6 ц сахалрах /25,4 ц/га — 2020 ҫ, 15,8 ц/га — 2021 ҫ.), 41% (31 млн тонна — 2020 ç., 18,4 млн тонна — 2021 ҫ.) сахалрах вырса илнĕ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Пушкăртстанра 2021 çулта пĕрчеллĕ культурăсен тухăçĕ 38% чакнă
Пушкăртстанра 2021 çулта пĕрчеллĕ культурăсен тухăçĕ 38% чакнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: