Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
13 Кӑрлач 2022, 13:07

Çак чирпе ҫын та чирлеме пултарать!

Выльăх-чĕрлĕхĕн хăрушă чирĕ пирки сайтра вулăр.

Çак чирпе ҫын та чирлеме пултарать!
Çак чирпе ҫын та чирлеме пултарать!

Ящур — килти выльăх-чĕрлĕхпе тискер чӗрчунсен чирĕ, вăл сивчирпе тата ҫӑварăн лӑймака витӗмӗпе, улӑштарнипе тата ĕне çиллин сийӗсемпе ҫыхӑнса тӑракан афтози палăрăмĕсемлĕ чир. Ящурпа ҫын та чирлеме пултарать.

Чир ҫӑлкуҫӗсем чирлекен чӗрчунсем пулаҫҫӗ, вӗсем вируса афтӑсем, сӗт, сурчӑк, сывлакан сывлӑш, шăкĕ, пăхĕ урлă кăлараҫҫӗ, ҫавна пула кӗтӳ çÿрекен вырăнсене, пӳлӗмсене, инвентарьсене, шыв çăлкуçĕсене, апата, транспорт хатӗрӗсене, тумтирсене чир микробĕсем лекеҫҫӗ.

Оренбург облаҫӗнчи Беляевски районӗнчи ящур чирне регистрациленӗ май, пирӗн республикӑпа административлӑ чикӗрен 40 ҫухрӑмра, Пушкӑртстан территоринче вирус ҫӗкленме пултарнине шута илсе, Оренбург облаҫӗпе чикĕленекен районсенче, çав шутра Пишпӳлек районӗнче те, вак тата шултра мӑйракаллӑ выльӑха виҫӗ хут вакцинаци иртмелле.

Вакцинациленӗ чӗрчунсене ытти районсене сутма юрамасть, унта вакцинаци иртмест. Выльӑх-чӗрлӗхе кирек ăçта вырнаҫтарасси пирки районти ветеринари службипе ҫыхӑнмалла.

Вакцинӑланӑ чӗрчунсен ашне выльăх пусмалли пунктсемпе аш-какай комбиначӗсем урлӑ ҫеҫ сутма ирӗк панӑ.

Аса илтеретпӗр, вакцинацилемен чирлĕ выльăх-чĕрлĕхе тупса палăртсан, ветеринарипе санитари правилисем тӑрӑх, ку халăх пурăнакан пунктра выльӑх-чӗрлӗхе тӗпренех туртса илеççĕ тата ҫунтарса яраççĕ, укҫа-тенкӗ енчен йывӑр лару-тӑрӑва пула ун хакне саплаштарма май пулмӗ. Выльӑх-чӗрлӗх çак чирпе чирлет тесе иккĕленнĕ чухне ветеринари службине пӗр тӑхтаса тӑмасӑр çак телефонсем тӑрӑх пӗлтерсе тӑма ыйтатпӑр: 8 (347) 43-2-13-24; 8 (347) 43-2-13-14.

Пишпӳлек районӗнчи ветеринари служби.

 

Çак чирпе ҫын та чирлеме пултарать!
Çак чирпе ҫын та чирлеме пултарать!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: