Ҫураки кампанине 2,4 миллиард тенке яхӑн патшалăх пулăшăвĕ параççĕ, пӗлтерет ПР правительствин пресс-служби.
Республикӑра ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене ирттермешкӗн 2022 ҫулта 2 миллиард 384 млн тенкĕ патшалӑх пулӑшӑвӗ пама палӑртнӑ, ку вӑл 2021 ҫулхинчен 250 млн тенкӗ ытларах, ПР вице-премьерĕ — ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов регион правительствинчи оперативлӑ канашлура палӑртнă.
— Ҫураки ӗҫӗсен хакӗ 2022 ҫулта, иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан, чӗрӗк ытла ӳснӗ, 20 млрд тенкĕрен иртнĕ, — терӗ вӑл. — Патшалӑх пулӑшӑвӗ ҫак тӑкаксен пысӑк пайне хупма пулӑшӗ. Паян республикӑри ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсем патне 585 миллион ытла тенкӗ ҫитернӗ. Патшалӑх пулӑшӑвӗн юлнă юлашки калӑпӑшне ҫураки — уй-хир ӗҫӗсене старт париччен ҫитерме палӑртса хуратпӑр. Патшалӑх пулӑшӑвӗн укҫи-тенки шутӗнчен ҫураки кампанийӗ валли ял хуҫалӑх техникин пӗр пайне туянма субсиди уйӑрса параҫҫӗ (1,27 млрд тенкӗ), тырӑ-пулӑ культурисене сутма (607 млн тенкӗ), минераллă удобрени туянма (300 млн тенкӗ), сӗт сутма (256 млн тенкӗ) тата агротехнологи ӗҫӗсем ирттерме (194 млн тенкӗ).
https://resbash.ru/news/ekonomikа
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.