Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
19 Мартӑн 2022, 14:50

Пушкӑртстанра фермер ĕçне пуҫаракансем валли тунă "Агростартап" программӑна 125,4 млн тенкӗ уйӑрнӑ

Кӑҫал эпир "Агростартап" гранта хутшӑнакансем нумай пуласса кӗтетпӗр.

Пушкӑртстанра  фермер ĕçне пуҫаракансем валли тунă "Агростартап" программӑна  125,4 млн тенкӗ уйӑрнӑ
Пушкӑртстанра фермер ĕçне пуҫаракансем валли тунă "Агростартап" программӑна 125,4 млн тенкӗ уйӑрнӑ


Пушкӑртстан Ялхуçалăх министерстви "Агростартап" грантсем илме конкурса хутшӑнма заявка йышӑнма пуҫланă. 2022 ҫулта регионта патшалӑх пулӑшӑвӗ, ялти пуçлакан предпринимательсен хушшинчи чи паллӑ программӑсенчен пӗрне – "Агростартапа" - 125,4 млн тенкӗ пулĕ.
"Кӑҫал эпир "Агростартап" гранта хутшӑнакансем нумай пуласса кӗтетпӗр. Ҫавӑнпа та суйласа илме ҫӑмӑлах мар пулӗ. Грантсене регионти апат-ҫимӗҫ продукчӗсене туллин туса илекенсем кӑна ҫирӗплетме пултараҫҫӗ. Конкурса хутшӑнакансем хӑйсен проекчӗсене комисси умĕнче онлайн-режимра трансляцилĕç", - пӗлтернӗ ПР Правительствин премьер-министрӗн ҫумӗ ялхуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов.
Конкурса хутшӑнма заявкӑсем мартăн 21-мӗшӗнчен пуҫласа апрелĕн 1-мĕшĕччен Пушкӑртстанри Ялхуҫалӑх министерствинче йышăнĕç.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра  фермер ĕçне пуҫаракансем валли тунă "Агростартап" программӑна  125,4 млн тенкӗ уйӑрнӑ
Пушкӑртстанра фермер ĕçне пуҫаракансем валли тунă "Агростартап" программӑна 125,4 млн тенкӗ уйӑрнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: