-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Юлашки талӑкра Пушкӑрт аграрийӗсем 120 пин ытла гектар акнӑ. Кун ҫинчен республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хӑйӗн телеграмм-каналӗнче пӗлтернӗ.
"Ҫурхи акана 520 пин ытла гектар площадьре ирттертӗмӗр - ку пирӗн плансенчен чӗрӗкĕ", - тенӗ регион ертӳҫи.
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ республикӑра пилĕк климат зони тата кашни акара хӑйӗн графикӗпе пынине аса илтернӗ. Сӑмахран, ҫурхи культурӑсене панӑ площадьсенчен ҫуррине ытла Аургазă тата Кармаскалă районӗсенче акнӑ, Альшей тата Мелеуз районӗсенче ҫак паллӑ патне ҫывхараҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: уçă çăлкуçран.