Майӑн 13-мӗшӗ тĕлне районти ял хуҫалӑх предприятийӗсенче 42000 ытла гектар лаптӑкра ҫурхи ака ирттернӗ, ку планланӑ тытӑмран 70 процентпа танлашать.
Районта тӗрлӗ харпӑрлӑхри 22 ялхуҫалӑх организацине, 76 хресчен (фермер) тата тăхăр пине яхăн килти хушма хуҫалӑха регистрациленӗ.
Тӗштырӑ культурисен ҫурхи аки хӑвӑртлӑх пухать. Сӑмахран, тулӑ 7920 га (65%), урпа — 7255 га (72%), сӗлӗ — 7574 га (95%), пӑрҫа — 43%, вика (93 %), хӗвелҫаврӑнӑш — 10250 га (74 процент) акнă. Калинин ячӗллӗ АП силослăх куккуруса Богробовкӑра 100 проценчĕпе акнӑ. Çак хуçалăхсенче 2022 ҫулхи ака кампанийӗ вӗҫленсе килет темелле: "Марс" ООО (84 %), КФХ Коваленко Н.А. (99 %), КФХ Трофимов А.П. (80%), КФХ Ямалетдинов Р.Т. (80%), КФХ Минахметов Т. М. (99%).
Районти хуҫалӑхсем ака вӑхӑтӗнче минераллӑ удобренисемпе усӑ курни савӑнтарать. Вӗсене Киров ячӗллӗ СПК, "Урожай" ООО, КФХ Турленко М.В., Калинин ячӗллӗ АП, "А7 Агро" ООО тата А.П. Трофимов КФХ ҫителӗклӗ усӑ кураҫҫӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.
КФХ Миниахметов Т.М. сĕлĕ акаççĕ.