Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
13 Майӑн 2022, 20:36

Пушкӑртстанра 28 ҫемье ферми патшалӑх пулӑшӑвӗ илнӗ

Пушкӑртстан Республикин Ял хуҫалӑх министерствинче 2022 ҫулхи "Ҫемье ферми" грант конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнă.

Патшалӑх пулӑшӑвӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ программа тӑрӑх 259,7 млн тенкĕпе танлашнӑ. Кун пирки Пушкӑрт Правительствин пресс-служби пӗлтернĕ.
Конкурса пурӗ 53 заявка кӗнӗ. Проектсене конкурс комиссийӗ умӗнче хӳтӗлеме 34 претендент панӑ, вӗсенчен 28 суйлав иртнӗ.
"Грантсем 2 миллионран пуҫласа 26 миллион таран республикӑри чи тӗрлӗ кӗтесрен чи тӗрлӗ фермер хуҫалӑхӗсем илӗҫ. "Ҫемье ферми" программӑпа патшалӑх пулӑшӑвӗ хуҫалӑхсене аталантарма, анлӑлатма тӗллев лартнӑ, ку вара продукци туса илессин ӳсӗмӗ тата республикӑри ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем, — тенӗ премьер-министрӑн ҫумӗ - ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов.
Ҫемье фермине аталантарма грант хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсемпе уйрӑм предпринимательсене - 30 млн тенкӗрен иртмен виҫе, анчах претендент проекчӗн хакӗн 60 процентӗнчен ытла мар парĕç.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра 28 ҫемье ферми патшалӑх пулӑшӑвӗ илнӗ
Пушкӑртстанра 28 ҫемье ферми патшалӑх пулӑшӑвӗ илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: