Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
25 Майӑн 2022, 14:28

Пушкӑртра сахӑр кӑшманӗ акмалли лаптӑксене ӳстернӗ

Пушкӑртстанра аграрисем 90% ытла сахӑр кӑшманне акса пӗтернĕ.  

Пушкӑртра сахӑр кӑшманӗ акмалли лаптӑксене ӳстернӗ
Пушкӑртра сахӑр кӑшманӗ акмалли лаптӑксене ӳстернӗ

Пушкӑртстанра аграрисем 90% ытла сахӑр кӑшманне акса пӗтернĕ.

Пĕрмай ҫумӑрсем пулсан та плана 88,5 процент тултарнӑ. ПР Ялхуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, сахӑр кӑшманне 38,2 пин гектар площадьре акнă. Пӗлтӗр регионта сахӑр кӑшманӗпе пӗрлештернӗ лаптӑксем пурӗ 36 пин гектар пулнӑ.

ПР ялхуҫалӑх министрӗн ПР Правительствин Премьер-министрӗн ҫумӗ Ильшат Фазрахманов республикӑра сахӑр кӑшманӗн акмалли лаптӑксен ӳсӗмӗ пуш вырăнтан пулманнине палӑртрӗ.  Вӑл республика стратегилле хатӗрленнине ӑнлантарчӗ, мӗншӗн тесен 2021 ҫулта вырӑнти сахӑр завочӗсем икӗ инвестици проекчӗсене пурнӑҫланӑ тата производствӑна ҫӗнетнӗ. "Раевсахар" предприятин талӑкра ĕçлесе хатĕрлемелли хӑвачӗ 5,5 пин тонна сахӑр кӑшманӗ, Чишмари сахӑр завочӗ – 6 пин тонна таран ӳснӗ.

Регионӑн кӑшман ҫитӗнтерекен 18 районӗнчен сакӑр хуҫалӑхра акана вӗҫленӗ. Кӑшман ытларах чишмасем — 6,5 пин гектар акма палӑртаҫҫӗ.  

«МГ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: agriculture.bashkortostan.ru сайтран  

Пушкӑртра сахӑр кӑшманӗ акмалли лаптӑксене ӳстернӗ
Пушкӑртра сахӑр кӑшманӗ акмалли лаптӑксене ӳстернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: