Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
14 Июлӗн 2022, 15:32

Пушкăртстан аграрийĕсен 1 млн. 530 пин гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пухса кĕртмелле

Пушкӑртстанра ҫитес вырмана тырă пухакан 3800 комбайн хатӗрленӗ.  

Пушкӑртстан Республикинче тырӑ пухса кӗртмелли комбайнсене ҫитес вырмана хатӗрлесси вӗҫленет. Паян уй-хире 3800 ытла е пурринчен 96 процент ытла агрегат тухма пултарать.

— Июлӗн виҫҫӗмӗш вунӑкунлăхӗнче кӗрхи тырӑсене тата ҫурхи ир пулакан культурӑсене вырма тытӑнма хатӗрленетпӗр, — тет ПР ял хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш заместителӗ Рамил Нуриахметов. — Регион аграрийӗсен 1 миллиард та 530 пин гектар тӗштырӑпа пăрçа йышши культурисене, ҫав шутра 295 пин гектар кӗрхи тырра, 1 млн 235 пин гектар ҫурхи тӗштырӑпа пăрçа йышши культурисене пухса кӗртмелле. Техника модернизацине пула ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ ҫулсеренех ӳсни пӗлтерӗшлӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑн хуҫалӑхӗсем тырӑ вырмалли 62 ҫӗнӗ комбайн туяннӑ, вырма пуҫланнӑ тӗле кӑтарту 100 единица йӗркелемелле.

Комбайн малалла туянаççĕ. Регионти тӗштырӑ техники ҫине нагрузка 2022 ҫулта агрегат пуçне 440 гектар таран, 2021 ҫулхинчен 460 гектартан пуҫласа чакать тесе шутлаҫҫӗ.

Пушкӑртстан Республикинче АПК техника модернизацийӗн программи ӗҫлет, ун шайӗнче аграрисем ялхуҫалӑх техникине туянма тӑкаксен ҫурри таран саплаштараҫҫӗ.

ПР Ялхуçалăх министерствин сайтĕнчен.

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

Пушкăртстан аграрийĕсен 1 млн. 530 пин гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пухса кĕртмелле
Пушкăртстан аграрийĕсен 1 млн. 530 пин гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пухса кĕртмелле
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: