Çутă çул
+13 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
27 Июлӗн 2022, 18:02

Пушкӑртстанра тырпул пуҫтарма тытӑннă

Кун ҫинчен Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров социаллă сетьре ҫырнӑ.

Пушкӑртстанра тырпул пуҫтарма тытӑннă
Пушкӑртстанра тырпул пуҫтарма тытӑннă

Зианчура районӗнчи "Уй кунĕнче" республикӑра тырпул пухса кӗртессине старт панӑ. Мелеуз районӗнче кӗрхи ыраша, Куюргазара – кӗрхи тулӑ ҫулма тытӑннă. Ермекей, Туймазă, Куюргазă, Уфа районӗсенче ирхи культурăна - кӗрхи рыжика авӑн ҫапма тытӑннӑ. Кун ҫинчен Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров социаллă сетьре ҫырнӑ.
Аграрисен 1,757 млн гектар тӗштырӑ тата пăрçа йышши культурисене пуҫтармалла. Вӗсенчен 262 пин гектар -кӗрхи тырӑ тата 1,495 млн гектар - ҫурхи тӗштырӑ тата пăрçа йышши культурисем. Унсӑр пуҫне 435 631 гектар лаптӑкӗнчи ҫу культурисене, 44 320 гектар сахӑр кӑшманне, ҫӗрулмипе ытти пахча ҫимӗҫе – 3900 гектар пуҫтарма палӑртнӑ.
"Прогнозсем начар мар. Анчах специалистсем цифрăсемпе асӑрханаҫҫӗ. Пӗлтӗрхи шӑрӑх ҫанталӑк пурне те плансем ҫине урӑхла пӑхма хистерӗ. Анчах кӑҫал ҫанталӑк тырпул пулса ҫитнӗ тапхӑрта ырӑ пулчӗ. Ҫумӑрсем те ытлашши чӑрмантармарӗҫ. Пӗтӗм аграрие вӑй тата лайӑх ҫанталӑк сунатӑп!" - палӑртнă Хабиров.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Радий Хабировӑн социаллă сетĕнчен.

Пушкӑртстанра тырпул пуҫтарма тытӑннă
Пушкӑртстанра тырпул пуҫтарма тытӑннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: