Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
29 Июлӗн 2022, 20:30

Мелеуз районӗнче 1 200 ӗне валли роботизациленӗ выльӑх-чӗрлӗх комплексӗ тӑвӗҫ

Июлӗн 28-мӗшӗнче Радий Хабиров "Инвестчас" ирттернӗ, лару пынӑ май экономикӑн тӗрлӗ отраслӗсенчи ҫӗнӗ пуҫарусене пӑхса тухнӑ.

"Салават ячӗллӗ колхоз" ял хуҫалӑх гендиректорӗ Рамис Имангулов Мелеуз районӗнче 1 200 ӗне валли роботизациленӗ выльӑх-чӗрлӗх комплексне тӑвас тӗллев ҫинчен каласа панӑ.
Хуçалăхра мӑйракаллӑ шултра выльӑх ӗрчетеҫҫӗ, тӗштырӑ культурисемпе ҫӗрулми ҫитӗнтереҫҫӗ. Инвестроект шайӗнче Зирган ялӗпе юнашар роботизациленӗ ĕне сăвакан системăллă каркас ӗне витисем, сӗт упрамалли тата валеҫмелли блоксем, пулӑшу сооруженийӗсем туса лартасшăн.
Талӑкра 50 тонна сӗт туса кӑларакан ҫӗнӗ комплекса 2024 ҫулта хута яраççĕ. Ҫакӑ 42 ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май парать. Строительство площадки пур ӗнтӗ, монтаж организацийӗсемпе калаҫаҫҫӗ. Ĕçсен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ – 1,2 миллиард тенкӗ.
Проекта ӑратлӑ выльӑх-чӗрлӗх тата ял хуҫалӑх техникисем туянма тӑкаксен пӗр пайне саплаштармалли приоритетлӑ статуса панӑ.
"МГ" информацийĕпе.

Мелеуз районӗнче 1 200 ӗне валли роботизациленӗ выльӑх-чӗрлӗх комплексӗ тӑвӗҫ
Мелеуз районӗнче 1 200 ӗне валли роботизациленӗ выльӑх-чӗрлӗх комплексӗ тӑвӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: