

Пушкӑртстанра кӗрхи тырӑ культурисене пухса кӗртеççĕ. Вӗсен тухӑҫлӑхӗ гектартан 35 центнер таран çитет, ку вара юлашки виҫӗ ҫулхипе танлаштарсан, пысӑкрах, пӗлтерет регион Правительствин пресс-служби.
Благовар районӗнчи "Уй кунӗ" семинар пынӑ чухне республикăри ялхуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра минераллӑ удобренисемпе ытларах та ытларах усӑ кураҫҫӗ.
— 2020 ҫулта вӗсене (минераллӑ удобренисем – ред.) пушкӑрт аграрийӗсем 163 пин тонна, 2021 çулта – 185 пин тонна, 2022 ҫулта — 205 пин тонна туяннă. Минераллӑ удобренисемпе усӑ курни — пысӑк тухӑҫсен никӗсӗ пулнине наукӑпа тата пурнăçпа тахҫанах çирĕплетсе панӑ, -— терӗ министр.
Аса илтеретпӗр, регион аграрисене удобренисем туянма тӑкаксенчен 70 процент чухлӗ субсиди уйӑрать. Ильшат Фазрахманов часах кӗрхи тырӑсем акма пуҫлассине палӑртрӗ.
«МГ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.