Çутă çул
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
17 Августӑн 2022, 15:04

Пишпÿлек районĕнче вырма мӗнле пырать

Районти ялхуçалăх управленийĕн даннăйĕсем тăрăх. Августӑн 17-мӗшӗ тӗлне.

Пишпÿлек районĕнче вырма мӗнле пырать
Пишпÿлек районĕнче вырма мӗнле пырать

Августӑн 17-мӗшӗ тӗлне районти тӗштырӑ тата пăрçа йышши культурӑсене пухса кӗртесси 29 процентпа танлашать, 34757 тонна вырса илнĕ, вӑтам тухăç гектар пуçне 25,5 центнерпа танлашнӑ.

Кӗрхи культурӑсене 79% пуҫтарнӑ, 15048 тонна тĕшĕленĕ, гектар пуçне 20,75 ц. Киров ячĕллĕ СПКра кӗрхи культурӑсене пухса кӗртесси 63 процентпа танлашать (21 ц/га), "Переработка" ООО — 93 процент (25 ц/га), ИП Глава КФХ Милютин А.Н. — 87% (20 ц/га), "Урожай" ООО — 71 процент (19,2 ц/га), ИП Глава КФХ Турленко М.В. — 72% (21 ц/га), ИП Глава КФХ Вахитов Р.С — 77% (24 ц/га).

Ҫурхи тӗштырӑ тата пăрçа йышши культурăсене 16,5 процент таран пуҫтарнӑ, 19709 тонна тĕшĕленĕ, вăтам тухăçлăх 30,94 ц/га. "Марс" ООО 41 процент пухса кĕртнĕ (вăтам тухăç 22 ц/га), С. Юлаев ячĕллĕ СПК — 33 % (27,9 ц/га), Калинин ячĕллĕ ООО АПП — 29 процент (35,7 ц/га), ИП Глава КФХ Мусин Д.Р. — 38 % (20 ц/га), ИП Глава КФХ Ямалтдинов Р.Т. — 25 % (28 ц/га).

Кӗрхи культурӑсем акма пуҫланă. Кӗрхи ыраша Киров ячĕллĕ СПК тата ИП Глава КФХ Трофимов А.П. чи малтан уй-хире тухнă.

Районти ялхуçалăх управленийĕн даннăйĕсем тăрăх.

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

Пишпÿлек районĕнче вырма мӗнле пырать
Пишпÿлек районĕнче вырма мӗнле пырать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: