Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
17 Августӑн 2022, 16:02

Республикӑри Киги районӗнче йӗтӗн ҫитӗнтерес уйрӑмлӑхсене сӳтсе явӗҫ

Эрнекун, августӑн 19-мӗшӗнче, Киги районӗнче "Лен-2022" республикӑри семинар-канашлу иртӗ.

Республикӑри Киги районӗнче йӗтӗн ҫитӗнтерес уйрӑмлӑхсене сӳтсе явӗҫ
Республикӑри Киги районӗнче йӗтӗн ҫитӗнтерес уйрӑмлӑхсене сӳтсе явӗҫ

Эрнекун, августӑн 19-мӗшӗнче, Киги районӗнче "Лен-2022" республикӑри семинар-канашлу иртӗ. Республикӑн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫӗнче йӗтӗн тата ялхуҫалӑх культурисене ӳстермелли технологие пӗтӗм муниципалитет районӗн представителӗсем сӳтсе яваҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ мероприятие республикӑри Правительствӑпа Министерство представителӗсем, район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе вӗсен ял хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен заместителӗсем, пуҫлӑхсемпе ял хуҫалӑх управленийӗсен специалисчӗсем, хуҫалӑхсен ертӳҫисемпе специалисчӗсем, фермерсем, ӳсентӑран ӳстерес енӗпе ӗҫлекен ӑсчахсем хутшӑнӗҫ. Семинар ӗҫне ПР Правительствин Премьер-министрӗн заместителӗ Ильшат Фазрахманов хутшӑнӗ.

 

ПР Ялхуçалăх министерствин сайтĕнчен.

 

 

Республикӑри Киги районӗнче йӗтӗн ҫитӗнтерес уйрӑмлӑхсене сӳтсе явӗҫ
Республикӑри Киги районӗнче йӗтӗн ҫитӗнтерес уйрӑмлӑхсене сӳтсе явӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: