Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
1 Сентябрӗн 2022, 15:40

Районта вырма ӗҫĕсем мӗнле пыраççĕ?

Культурӑсенчен хӑшӗ-пӗри гектар пуçне 45 центнер параҫҫӗ.

Районта вырма ӗҫĕсем мӗнле пыраççĕ?
Районта вырма ӗҫĕсем мӗнле пыраççĕ?

Пишпÿлек районӗнче ялхуҫалӑх ӗҫӗсем питӗ хӑвӑрт пыраҫҫӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов тырпула мӗнле пухса кӗртесси мĕнле пынипе паллашма уй-хире тухнă. Кун ҫинчен вӑл хӑйӗн страницинче каласа панă.
- Тырпул пухса кӗртес ӗҫ хӗрсе пырать. Ҫанталӑк район аграрийӗсене тырпула вăхăтлă тата ҫухатусӑр пухса кӗртме май тата шанӑҫ парать. Паянхи куна тӗштырӑ культурисен 77 процентне яхӑн пухнӑ. Ертÿçĕсемпе механизаторсенчен нумайӑшӗ ҫакӑн пек тырпулпа тулли складсене тахçантанпа курман теççĕ. Культурӑсенчен хӑшӗ-пӗри гектар пуçне 45 центнер параҫҫӗ, ҫакӑ та питӗ савӑнтарать. Хакӗ чакни кӳрентерет. Ҫав хушӑрах кӗрхи культурӑсем акаҫҫӗ, хӗлле валли сӗтеклӗ апат-ҫимӗҫ хатӗрлес ӗҫ малалла пырать, - çырнă Артур Зарипов.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

Районта вырма ӗҫĕсем мӗнле пыраççĕ?
Районта вырма ӗҫĕсем мӗнле пыраççĕ?
Районта вырма ӗҫĕсем мӗнле пыраççĕ?
Районта вырма ӗҫĕсем мӗнле пыраççĕ?
Районта вырма ӗҫĕсем мӗнле пыраççĕ?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: