Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
5 Сентябрӗн 2022, 10:41

Пушкӑртстанра сахӑр кӑшманӗ кăларма тытӑннă

Республикӑра ҫӗнӗ тухăç кӑшманӗнчен пирвайхи 666 тонна сахӑр кӑларнӑ.  

Пушкӑртстанра сахӑр кӑшманӗ кăларма тытӑннă
Пушкӑртстанра сахӑр кӑшманӗ кăларма тытӑннă

Республикӑра ҫӗнӗ тухăç кӑшманӗнчен пирвайхи 666 тонна сахӑр кӑларнӑ.

Ҫӗнӗ тухăç чӗртаварне чи малтан Раевкăри сахӑр завочӗ йышăнма пуҫланă. Сентябрӗн 2-мӗшӗнче предприятире 18,2 пин тонна пылак тымарçимĕç хатӗрленӗ, вӗсенчен 2,8 пин тонна тирпейленӗ. Ҫӗнӗ тухăç кӑшманӗнчен 666 тонна сахӑр кӑларнӑ.

Чишмари сахӑр завочӗ сентябрӗн пӗрремӗш вунӑ кунӗнче производствӑна пуçарса ярӗ. Икӗ предприяти планӗсенче 2022-2023 ҫулхи сезонра 1,5 млн ытла пылак тымарçимĕç йышӑнмалла тата тирпейлемелле.

Паян ӗҫсем кӑшман акакан 19 районтан иккĕшĕнче — Альшейпе Давлеканта пыраҫҫӗ. Сентябрӗн 2-мӗшӗнче 1,1 пин га лаптӑка пухса кӗртнӗ, 34,4 пин тонна сахăр кăшманĕ пухнӑ, тухăç 300 ц/га тухать.

Регионта сахӑр кӑшманӗ пухса кӗртмелли лаптăксем пĕтĕмпе 44 пин га, пӗлтӗрхинчен 8 пин га ытларах.

Çăлкуçĕ: ПР Ялхуçалăх министерствин пресс-служби.

Пушкӑртстанра сахӑр кӑшманӗ кăларма тытӑннă
Пушкӑртстанра сахӑр кӑшманӗ кăларма тытӑннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: