Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
9 Сентябрӗн 2022, 13:47

Ситекри ферма выльăх йышăнма хатĕрленет

Хӗл каҫма фермӑсене хатӗрленине тӗрӗслекенсене "Урожай" ОООри фермăра ĕçлĕ лару-тăру йӗркеленни савӑнтарчӗ.

Ситекри ферма выльăх йышăнма хатĕрленет
Ситекри ферма выльăх йышăнма хатĕрленет

Выльӑхсене хӗл каҫарасси ялан тенӗ пекех ҫур ҫул ытла тӑсӑлать. Витесене кирлӗ пек хатӗрлемесӗр хĕл каçма питӗ йывӑр пулать. Ку пур выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансемшӗн те хӑйне евӗрлӗ экзамен теме пулать. Йышӑнас пулать: кӑҫалхи ҫу самаях шӑрӑх пулчӗ пулин те, районти пӗтӗм хуҫалӑх тенӗ пекех кӗрхи-хӗллехи тапхӑрта выльӑх-чӗрлӗх усрама ҫителӗклӗ апат хатӗрленĕ. Анчах ку ҫителӗксӗр-ха, халӗ фермӑсенче выльӑх-чӗрлӗх витисене юсас тата ҫӗнетес ӗҫе васкавлӑ ирттермелле. Кунсӑр пуҫне дезинфекци ирттерессине йӗркелемелле. Ҫакна та чи малтан пăрулаттармалли уйрӑмсемпе пӑру вити-профилакторире тумалла, ҫавӑн пекех пур ҫӗрте те шуратмалла.

Хӗл каҫма фермӑсене хатӗрленине тӗрӗслекенсене "Урожай" ОООри фермăра ĕçлĕ лару-тăру йӗркеленни савӑнтарчӗ. Фермӑна пур енчен те утӑ, улӑм тюкĕсем тирпейлӗн купаласа хунӑ. Тӗпрен илсен, ӗне витинче тасалӑхпа йӗркелӗх хуҫаланать. Кунта пӗтӗмпех шуратнӑ. Юсакан рабочисем Виталий Федорович Кузьминпа Николай Иванович Авакумов эпир килнӗ вӑхӑтра ӗнесен автопоилкисене улӑштаратчӗҫ. Кулленхи юсава ирттернӗ, пӑрусем патӗнче те, ҫамрӑк выльӑх-чӗрлӗх усрамалли пӳлӗмре те стенасене шуратнӑ. Ҫавӑнпа та ытти хуҫалӑхсен ситекри выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсемпе танлашмалла. Часах йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑкпа хӗл хӑйсене кӗттермеҫҫӗ вӗт.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

Ситекри ферма выльăх йышăнма хатĕрленет
Ситекри ферма выльăх йышăнма хатĕрленет
Ситекри ферма выльăх йышăнма хатĕрленет
Ситекри ферма выльăх йышăнма хатĕрленет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: